Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акцие хутшӑнтамар

Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акцие хутшӑнтамар

Москакассисем «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» акцие хутшӑнчӗç


Акцие 2019 ҫултан пуҫласа ҫулсерен ирттереҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Муркаш округӗнчи Москакасси шкулӗнче «Единая Россия» политика партийӗн «Историческая память» федераци парти проектне пурнăçлас шайра «Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» иртрӗ.
«Ҫӗнтерӳ диктанчӗ» – вӑл çынна хăйӗн вӑйне тӗрӗслеме, иртнӗ вӑрҫӑпа унӑн геройӗсем ҫинчен ҫӗнӗ информаци илме май паракан мероприятисенчен пӗри.
Акцие хутшӑнма малтан диктантпобеды.рф официаллӑ сайтӗнче регистрациленмеллеччӗ. https://диктантпобеды.рф/) Диктант çырассин онлайн форматӗнчи результатне хутшăнаканăн уйрăм кабинетӗнче паллă пулать.
Диктант пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан Москакасси вӑтам шкул пложадкинче Пушкина Ирина Ивановна йӗркеленипе иртрӗ, унта кашниех истори енӗпе хӑйӗн пӗлӗвӗсене тӗрӗслеме пултарчӗ.
Диктант ҫырнă çӗрте шкул ӗҫченӗсем,вӗрентекенсем ҫавӑн пекех аслӑ классенче вӗренекенсем пурӗ вӑтӑр улттӑн хутшӑнчӗҫ.
Диктант вӑхӑчӗ 45 минут пулчӗ, ҫав вӑхӑтра диктант çырма хутшӑнакансен 25 ыйту ҫине хуравламалла пулчӗ. Ыйтусем Тăван çӗршывăн Аслӑ вӑрҫи пулăмӗсен темипе çыхăннăччӗ.

Акци çулсерен 2019 ҫултан пуҫласа, граждансене историе пӗлме явăçтарас, ҫамрӑксене патриотла воспитани парас тата Тӑван çӗршывӑн историллӗ пулăмӗсем ҫинчен пӗлӗвӗсене тӗрӗслес тӗллевпе пулса иртет.

Фотогалерея