«Сеçпĕл вулавĕсем» сăвă вулакансен литература конкурсенче

«Сеçпĕл вулавĕсем» сăвă вулакансен литература конкурсенче

Чăваш чĕлхи эрнинче, ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче, пирĕн шкул ачисем кăçал Сеçпĕл Мишши çуралнăранпа 125 çул пулнине халалласа муниципалитет шайĕнче I хут иртекен «Сеçпĕл вулавĕсем» сăвă вулакансен литература конкурсне хутшăнчĕç. «Сеçпĕл Мишшин сăввисем чăвашла» номинацире Парандеева Анна, «Валерий Туркайăн сăввисем чăвашла» номинацире Мостова Полина, Павлова Вероника, Парандеева Вероника хăйсем суйланă сăвăсене илемлĕ вуласа пачĕç, конкурс пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх Хисеп хучĕ илме тивĕçлĕ пулчĕç.

Фотогалерея